Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Елчĕксем — пĕрремĕш

2023 çулхи пĕрремĕш çур çулта республикăри муниципаллă пĕрлешỹсем «Ĕçпе тата оборонăна хатĕр» (ГТО) Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене пурнăçланин рейтингне пĕтĕмлетнĕ.

Ку енĕпе Елчĕк муниципалитет округĕ пĕрремĕш (тестировани центрĕн тĕп судйи — Петр Смирнов) вырăнта пулнине палăртнă. Иккĕмĕш — Вăрмар, виççĕмĕш вырăнсене Комсомольски муниципалитет округĕсем йышăннă.

Дарья Петрова — спорт мастерĕн кандидачĕ

А.В.Игнатьев ячĕллĕ Елчĕкри «Улăп» спорт комплексĕнчи кире пуканĕ спорчĕн секцийĕн воспитанници, Тỹскел хĕрĕ Дарья Петрова Раççей спорт мастерĕн кандидачĕн ятне тивĕçнĕ.

Унăн тренерĕ — Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Олег Федоров. Округ чысне çỹллĕ шая çĕкленĕ Даша Петровăпа унăн тренерĕ, чăннипех, пысăк хисепе тивĕçлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code